Юрă тесе пуçларăм та,
Юрă евĕр пулчĕ-ши?
Чуна пырса тивтĕр терĕм,
Тĕлне-патне çитрĕм-ши?
Припев:
Эй, тăванăм тăван,
Мĕнле эсĕ пурăнан
Эсир лайăх пурăнсассăн
Пире икĕ хут аван.
Ташă тесе ташларăм та,
Ташă евĕр тухрĕ-ши?
Пурте пăхса савăнччĕр те, (лит. форма: савăнччăр та)
Савăнмалăх сикрĕм-ши?
Припев.
Тăван тесе ай килтĕм те,
Чипер пăхма пĕлтĕм-ши?
Пĕрле ларса юрлани те
Нихçан асран каймĕ-ши?
Припев.
Савни тесе ай каларăм,
Чăн та савни тупрăм-ши?
Эппин пĕрле пурăнмашкăн
Пиртен кăна килĕ-ши?
Новый припев:
Эй, яшсем-пикĕрсем,
Пуçлар пĕрле юрлама.
Чăваш юрри янратăр,
Атте-анне савăнтăр.
Припев.
Новый припев.
Припев.